Открытый урок по чувашскому языку в 7 классе на тему Глагол


Тема: Глаголăн сăпатлă формисем. Пĕтĕмлетÿ урокĕ.
Тĕллевсем: 1. Глаголăн сăпатлă формисене аса илсе çирĕплетесси;
2. «Театр», «афиша», «антракт» сăмахсен пĕлтерĕшне ăнлантарасси, театрта хамăра мĕнле тытмаллине вĕрентесси.
Урокра кирлĕ хатĕрсем: «Çарăк» юмахри сăнарсен ÿкерчĕкĕсем, компьютер, тĕрлĕ дидактика материалĕсем
Урок юхăмĕ:
- Сывлăх сунатăп сире, ачасем. Вырнаçса ларăр.
- Ачасем, эпĕ сире юмах вуласа паратăп, эсир сăвва тимлĕ итлĕр те панă ыйту çине хуравлама тăрăшăр.
Шăнкăрав сасси янрарĕ Шăпланса ларма чĕнсе. Ачасем, урок пуçлар-и Çĕннине пĕлес тесе? Мĕн кĕтет пире паян, Пĕлĕр çакă юмахран. Эп ăна халех вулатăп, Тимлĕн итлессе шанатăп! Паян пирĕн урокра Пуплев пайĕ хăнара. Тем тума та вăл пĕлет, Тĕрлĕ вăхăтра çÿрет. Пĕр канмасăр, лăш курмасăр Вăл ĕçлет, ĕçлет, ĕçлет… Вал малтан çуралнă, тулнă, Юр юрланă, утă çулнă. Халь вулать, калать, шутлать, Тепĕр чух тарăхтарать. Кăштахран вăл чупĕ, кулĕ, Пирĕн асăмра та юлĕ. Вăл тĕрлет, çыхать, çырать, Тракторпа та сухалать, Пирĕнпе те урокра Вĕренет те ăсланать. Паян пирĕн урокра Пуплев пайĕ хăнара. Кам-ха ун ятне калать? Чи маттурри кам пулать? 
(1 слайд урок теми –Глаголăн сăпатлă формисем.)
- Унсăр пуçне, ачасем, паян эпир сирĕнпе чи интереслĕ, чи хаваслă, чи илемлĕ вырăна çитсе куратпăр.
(1 слайд урок теми –Глаголăн сăпатлă формисем.)
(2 слайд – Чăваш академи драма театрĕ)
- Ачасем, ÿкерчĕкре эсир мĕн куратăр?
- Ачасем, мĕн-ха вăл театр? (Театр- искусствăн пĕр тĕсĕ, драма хайлавĕсене сцена çинче выляса пани. Спектакль лартмалли çурта та театр теççĕ).- Мĕнле-мĕнле театр ячĕсене пĕлетĕр-ха? (операпа балет, пукане, çамрăксен театрĕ)
- Питĕ аван, унсăр пуçне пирĕн шурă Шупашкарта чи паллă, пурте пĕлекен, пурне те хăй патне илĕртекен К.В.Иванов ячĕпе хисепленекен чаваш патшалăх академи драма театрĕ пур. Вăл анлă Атăл хĕрринче вырнаçнă.
- Ачасем, паян эпир сирĕнпе шăпах çак театра çитсе куратпăр та. Пăхăр-ха, мĕн тери илемлĕ вăл, аякранах хăй патне илĕртет. Пурин те театра каяс кăмăлсем пур-и? Никам та аяккалла пăранса юласшăн мар-и?
- Апла пулсан питĕ аван. Анчах мĕнле юмах, спектакль куратпăр-ха эпир паян? Ăна пĕлес тесен, ачасем, пирĕн сирĕнпе афиша вуламалла.
- Мĕн-ха вăл афиша? Хăшĕ маттуртарах. (Афиша – тепĕр майлă ÿкерчĕклĕ пĕлтерÿ)
-Афиша вулас тесен, ачасем, пирĕн çакăн пек ĕç тумалла.
1-мĕш ĕç
Карточка çинче ыйтусем çырнă, сирĕн тупсăмне тупмалла, хăш-пĕр сас паллисене ăсра тытса пымалла)
- Çапла майпа, ачасем, эпир афиша ятне пĕлтĕмĕр. Эпир театрта «Çарăк» юмах куратпăр.
(3 слайд – çарăк сăн ÿкерчĕкĕ)
- Халĕ тетрадьсем уçатпăр, паянхи числона çырса хуратпăр. Çырса пĕтерсен ручкăрсене хурăр.
- Ачасем, эпир паян хамăр курмалли юмах ятне пĕлтĕмĕр. Анчах та театра кĕме пире мĕн кирлĕ пулать-ха? Мĕнсĕр кĕрейместпĕр театра?
- Тĕрĕс, паллах пире билетсем кирлĕ пулаççĕ. Билет илес тесен пирĕн пурин те тăрăшас, тимлĕ пулас пулать. Çакăн пек ĕç тăватпăр.
2-мĕш ĕç
(4 слайд -Пуçламăш формăра панă глаголсене кирлĕ наклоненинче, сăпатра, хисепре, вăхăтра, формăра лартмалла)
1 рет – кур (кăт. накл., темиçе иртнĕ вăхăтра, 1 сăп., пĕр.хис., пурлă форма)-кураттăм
юрат (кăт.накл., хальхи в., 1 сăпатра, нум. хис., çуклă форма)-юратмастпăр
кай (кăт.нак., пĕрре и.в., 3 сăп., пĕр.х., çуклă ф.)-каймарĕ
2 рет – кил (кăт.н., пĕрре и.в., 2 сăп., пĕр.х., çукл.ф.)- килмерĕн
çыр (ĕмĕт накл., 1 сăп., нум.х., пурлă ф.) – çырăттăмăр
пуй (хушу нак., 3 сăп., нум.х., пурлă ф.) – пуйччăр3 рет – пĕл (кăт.накл., тем.и.в.,1 сăп., нум.х., пурлă ф.) – пĕлеттĕмĕр
вула (кăт.накл., пĕрре и.в., 3сăп., нум.х., çукла ф.) – вуламарĕç
калаç (ĕмĕт накл., 2 сăп., нум.х., çуклă ф.) – калаçмăттăр
- Маттур, питĕ аван, эсир пурте билетсем илме пултартăр, халĕ эпир ирĕккĕнех, пĕр чăрмавсăрах театра кĕме пултаратпăр. (билетсем валеçсе паратăп)
- Ачасем, тетрта хамăра мĕнле тытмалла-ха?
- Паллах, сăпайлă, йĕркеллĕ тытмалла, унсăр пуçне юмахăн содержанине те ăнланса пымалла. Хатĕр-и, ачасем, юмах курма? Апла пулсан пуçлăпăр.
- Пĕррехинче пĕр старик çарăк акнă. Çуллахи вăхăтра вăл çум курăкне çумланă, шăварнă, кĕркунне тĕлне старикăн çарăкĕ питĕ пысăк ÿссе çитĕннĕ.
(Доска çине старикăн сăн ÿкерчĕкне тата çарăк ÿкерчĕкне çакатăп)
Иккен çарăка кăлармалли вăхăт та çитнĕ. Туртать-туртать çарăка старик, анчах пĕччен ниепле те туртса кăлараймасть. Мĕн тумалла-ха старикăн? Ирĕксĕрех пулăшма карчăкне чĕнес пулать. Анчах та инкек. Вĕсен килĕнче пурăнакансене виçĕ пуçлă аçтаха пурне те тыткăна илнĕ. (Аçтаха сăн ÿкерчĕкне доска çине çакатăп)
- Ачасем, халь пирĕн старика пулăшмаллах. Пĕччен вăл карчăка ниепле те çăлма пултараймасть. Карчăка çалас тесен виçĕ пуçлă аçтаха пире çакăн пек ĕç сĕнет. Енчен те эпир аçтаха сĕннĕ ĕçе тĕрĕс те пĕр йăнăшсăр хуравлатпăр, карчăк тыткăнран хăтăлать. Аçтаха вара пире диктант çырма сĕнет. Тетрадьсене уçатпăр та çыратпăр.
3-мĕш ĕç. Диктант.
1 .Выртан чул айне шыв юхса кĕмест (гл., хальхи вăхат, 3 сăпат, пĕрреллĕ хисеп, çуклă форма)
2. Унччен ялта сăвă çыркалаттăм (т.и.в., 1 сăп., пĕр.х., пурлă ф.), анчах никама та кăтартмастăм(т.и.в., 1 сăп., пĕр.х., çуклă ф.)
3. Ачасем шкултан шавласа тухрĕç (п.и.в., 3 сăп., нум.х., пурлă ф.)
4. Ĕçлесе тупнă укçа виличченех тăрантарать (х.в., 3 сăп., пĕр.х., пурла ф.)
5. Пур пулччăр, телейлĕ пулччăр, ача-пăчаллă пулччăр (хушу нак., 3 сăп., нум.х., пурлă ф.)
(Сирĕн панă предложенисенче глаголсем тупмалла, вĕсен наклоненине, вăхăтне, сăпатне, хисепне, формине каламалла)
- Питĕ маттур, ачасем. Ку ĕçе эпир турăмăр. Апла пулсан карчăка аçтаха тыткăнĕнчен хăтартăмăр. (Карчăк сăн ÿкерчĕкне доска çине çакатăп). Иккĕшĕ çарăка туртаççĕ-туртаççĕ, туртса кăлараймаççĕ.
- Халь пирĕн кама çăлмалла-ха, ачасем?
- Мăнука çăлас тесен, ачасем, пирĕн тата кăшт тăрăшас пулать.
4-мĕш ĕç çырусемпе ĕçлени.
- Ачасем, эсир çыру çырма е вулама юрататăр? Аçтаха эсир сисиччен çыру парса хаварнă. Çыру вулаттарасшăн вăл пире. Хатĕр-и, ачасем? (Конвертсем валеçсе паратăп)
- Кольапа Митя питĕ çывăх туссем. Вĕсем пĕр-пĕрин патне çыру çÿретеççĕ. Пĕррехинче Коля Митя çырăвĕнче глаголсене йăнăш çырнине асăрхарĕ. Халь пурте çырăва тимлĕ вулатпăр та Митя мĕнле глаголсенче йăнăш янине тупатпăр.
- Мĕнле глаголсене йăнăш çырнă? Хальхи вăхăтри глаголсене мĕнле çыратпăр?
(Тĕрĕс çырнине экран çинче кăтартатăп. 5 слайд)
Мĕнле пурăнатăн, тусăм Коля? Сана Çĕнĕ Çул саламĕ яратăп, вĕренÿре ăнăçлăх сунатăп.
Халĕ кăштах хамăр шкул хыпарĕсене пĕлтерес тетĕп. Эпир пĕлтĕр сирĕн хоккеистсем пирĕннисене парăнтарнине ниепле те манаймастпăр. Кăçал сире такăнтарма шутлатпăр, хытă хатĕрленетпĕр. Кĕçех, каникул пĕтиччен, сирĕн стадиона пыратпăр.
Пирĕн шкул ачисем вăхăта савăнăçлă ирттереççĕ. Эпĕ те вăхата сая ямастăп: конькипе ярăнатăп, аннене фермăра пăрусем пăхма пулăшатăп. Сăвă та çыркалатăп, анчах сăвăпа ĕç тухсах каймасть-ха.
Эсĕ вăхăта мĕнле ирттеретĕн? Çырса пĕлтер. Санăн тусу Митя.
- Маттур, ачасем, питĕ аван. Ку ĕçе те аван турăмăр. Старикăн мăнукне тыткăнтан хăтартăмăр. ( Мăнукĕн сăн ÿкерчĕкне çакатăп)
- Мăнукĕ карчăкĕнчен
Карчăкĕ старикĕнчен
Старикĕ çарăкĕнчен
Туртаççĕ-туртаççĕ,
Туртса кăлараймаççĕ.
5-мĕш ĕç.
- Ачасем, халь кама çăлмалла-ши пирĕн? Тĕрĕс, йытта. Йытă сăмахăн синонимĕ мĕнле-ха, ачасем? (Анчăк)
-Ачасем, кирек епле театра кайсан та, юмах пăхнă вăхăтра антракт пулать. Тепĕр майлă ăна тăхтав, кану саманчĕ теççĕ. Виçĕ пуçлă аçтаха та пире кăштах канса, хускалса илме хушать.
1) – Халĕ эпир сирĕнпе театрпа çыхăннă сăмахсен пĕлтерĕшĕсене пăхса тухатпăр. (6слайд)
-Ачасем, эпĕ сире карточкăсем валеçсе паратăп, унта глаголсем. Сирĕн тĕллев – панă глаголсене тивĕçлĕ юпана çырса тухмалла. Пуçларамăр.
- Маттур, ачасем. Эпир хускала та илтĕмĕр, аçтахан ыйтăвне тĕрĕс хуравларăмăр, апла пулсан йытта та тыткăнран хăтартăмăр. (Йыттăн сăн ÿкерчĕкне çакатăп)
- Йытă мăнукĕнчен
Мăнукĕ карчăкĕнчен
Карчăкĕ старикĕнчен
Старикĕ çарăкĕнчен
Туртаççĕ-туртаççĕ,
Туртса кăлараймаççĕ.
6-мĕш ĕç. 7-мĕш слайд. Ваттисен сăмахĕсемпе ĕçлени. Карточкăсем валеçсе паратăп- Халĕ пирĕн кушака çăлмалла. Кушака çăлас тесен аçтаха пире ваттисен сăмхĕсемпе ĕçлеттересшĕн. Ваттисен сăмахĕсен пуçламăшне панă, вĕçне тупмалла. Глаголсен вăхăтне, сăпатне, хисепне каламалла.
1. Ĕçне тумасăр ан мухтан. (Хушу н., 2 сăп., пĕр.х. çуклă.ф.)
2. Куç хăрать те, ала тăвать (кăт. накл., х.в., 3 сăп., пĕр.х., пурлă ф.)
3. Сивĕ яшка сивĕтмест, сивĕ сăмах сивĕтет (кат.нак., 3 сăп., х.в., пĕр.х., пурл.а ф.)
4. Çынна йывăр ан кала, ху та çавна курăн (хушу н., 2 сăп., пĕр.х., пурлă ф.)
5. Юр çусан кăмпана каймаççĕ (к.н.,3с., х.в., н.х.,ç.ф.)-Ку йывăрлăхран та тухрăмăр, кушака тыткăнтан хăтартамăр. ( Кушак сăн ÿкерчĕкне çакатăп)
- Кушак йыттинчен
- Йытă мăнукĕнчен
Мăнукĕ карчăкĕнчен
Карчăкĕ старикĕнчен
Старикĕ çарăкĕнчен
Туртаççĕ-туртаççĕ,
Туртса кăлараймаççĕ.
7-мĕш ĕç.
- Халĕ, ачасем, пирĕн шăшие çеç çăлмалла. Енчен аçтаха ыйтăвĕсене тĕрĕс хуравласан шăшие пĕр чăрмавсăрах çăлма пултаратпăр.
1) Доска умне иккĕн тухаççĕ. Çу, сÿ глаголсене сăпат тăрăх сăпатламалла
(Доска умĕнче ĕçленĕ вăхăтра ыттисене метаграмма.-п- пала мана çиеççĕ
-ш-пала çакса çÿреççĕ. (пăрçа-шăрçа, метаграммăра хăш вăхатри глаголсем пур?)
Çу глагола пĕрреллĕ хисепре, хальхи вăхатра
Сÿ глагола пĕрреллĕ хисепре, пулас вăхăтра
1с. Çăватăп2с. Çăватăн3с. Çăвать
-Мĕнле правило? (глагол тĕпĕ –у,-ÿ сасăпа пĕтет пулсан икĕ уçă сасă хушшине –в- сасă кĕрсе ларать).
2) Астаха шăшие ярасшăн мар-ха. Вăл пире тата тепĕр ĕç сĕнет.
-Ачасем, мĕн-ха вăл антоним?
- Сирĕн çак глаголсен антонимĕсене тупмалла
кĕрет-тухать
чупать-утать
савăнать-кулянать
ăшăтать-сивĕтет
кулать-макăрать, йĕрет
лайăхланать-япăхланать.
(-Хăш вăхăтри глаголсем пулчĕç?)
3) Мĕн вăл синоним?
Панă глагол синонимĕсене тупмалла.
Ват-çап
Хĕне-вăрç
Ислет-йĕпет
Ĕнселе-тÿпеле
(хăш наклоненинчи глаголсем?)
- Тинех шăшие тыткăнран хăтартăмăр. (Шăши сăн ÿкерчĕкне çакатăп)
-Шăши кушакран
Кушак йыттинчен
Йытă мăнукĕнчен
Мăнукĕ карчăкĕнчен
Карчăкĕ старикĕнчен
Старикĕ çарăкĕнчен
Туртаççĕ-туртаççĕ,
Тинех туртса калараççĕ.
8-мĕш ĕç. Пĕтĕмлетÿ. ( 8-мĕш слайд)
-Ачасем, паян мĕн çинчен аса илнине хĕвеллĕ кластер туса пĕтĕмлететпĕр.
Киле ĕç пани. 164 хан, 83 стр. «Тăвайккинче» сăнлав сочиненийĕ çырмалла, тĕрлĕ вăхăтри глаголсемпе усă курмалла

Приложенные файлы


Добавить комментарий